Чӳкӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрлехи 1 сехет те 14 минутра Етӗрне районӗнче М-7 автоҫулӑн 585-мӗш ҫухрӑмӗнче урапапа пассажир автобусӗ ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чулхулара пурӑнакан 29 ҫулти водитель, ҫӑмӑл урапа рулӗ умӗнче ларнӑскер, ҫывӑрса кайнӑ. Ҫапла майпа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та автобус ҫине кӗрсе кайнӑ. Автобус «Пермь — Сергиев Посад — Мускав — Пермь» маршрутпа кайнӑ.
Автобусра 28 ҫын пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те аманман. Ҫӑмӑл урапа (машин) водителӗ тата тӑватӑ пассажир йывӑр суранланнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнисенчен иккӗшӗ реанимацире выртаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи Етӗрне ялне «АиФ» корреспонденчӗ ҫитнӗ, ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма тӑрӑшнӑ. Ял ҫыннисем урама асфальт ҫул сарасса 20 ҫул кӗтеҫҫӗ-мӗн.
Журналист ҫынсене итленӗ хыҫҫӑн Етӗрне ял тӑрӑхӗн администрацине официаллӑ запрос янӑ. Халӑх каланӑ тӑрӑх, проекта 1991 ҫултах хатӗрленӗ. Ун чухне хӑйӑр та илсе килнӗ. Анчах ӑна кӑштахран кӳршӗ яла илсе кайнӑ. 1997 ҫулта проекта пурнӑҫа кӗртме 1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ҫула туман. Юрий Шумилов каланӑ тӑрӑх, проекта те ҫухатнӑ, те ҫынсене кӑтартасшӑн пулман.
Тӗрӗссипе, халӗ икӗ ял тӑрӑхне пӗрлештернӗ. Пуҫлӑх — Людмила Чернова. Анчах вӑл унчченхи проект пирки пӗлмест. Ертӳҫӗ пуканне йышӑннӑ чухне ӑна нимӗнле проект та паман.
Журналист килсе кайнӑ хыҫҫӑн, асфальт ҫул мар пулсан та, урама чул, хӑйӑр сарма тытӑннӑ. Хальлӗхе Етӗрне ялне асфальт сарасси планра ҫук. Вӑл питӗ тӑкаклӑ ӗҫ-мӗн. Хыснара укҫа ҫук.
Юрий Шумилов каланӑ тӑрӑх, Етӗрне ялӗнче лайӑх ҫул нумаях пулмасть хута кайнӑ. Анчах унта халӑх та хутшӑннӑ-мӗн — ял ҫыннисем вырӑнти депутатсене «пысӑк ӗҫ тумашкӑн» 10-шар пин тенкӗ панӑ.
Республикӑри хӑш-пӗр шкулта кӗрхи каникула ытти ҫулхинчен маларах янӑ. Ҫапла тума инкеклӗ лару-тӑру хистенӗ.
Иртнӗ эрнекун пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунине пула тата ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе лартнине пула ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса пӗтнине нумайӑшӗ асӑрхарӗ ӗнтӗ, кун пирки пирӗн сайт хыпарланӑччӗ. Ку вӑхӑтра Шупашкарта троллейбуссем йӑпӑртлӑха чарӑнса илнине те, ял-хуласенчи микрорайонсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнине те пиртен кашниех пӗлет. Хӑш-пӗр ҫӗрте ялсем халӗ те ҫутӑсӑр лараҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑк ҫапла шар кӑтартнине кура республикӑра инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑну та кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 9 сехетре Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 17 шкулпа 7 ача пахчи ҫутӑсӑр ларнӑ. Уйрӑмах кӑткӑс тӑрӑм Муркаш районӗнче иккен. Унта 25 шкултан тӑваттӑшӗнче, 14 ача пахчинчен тӑваттӑшӗнче ҫутӑ ҫук. Электричество ҫуккине кура ӑшӑ кӑмакисем ӗҫлеймеҫҫӗ. Шкулсенче ӑшӑ тата ҫутӑ ҫуккине кура ачасене кӗрхи каникула иртерех яма йышӑннӑ.
Юпан 17-мӗшӗнче каҫхине пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑ май электролинисем пӑрланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте татӑлнӑ. Ҫавна май Чӑваш Енри темиҫе муниципалитет электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Электричество Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сӳннӗ. Юпан 18-мӗшӗнчи кӑнтӑрла тӗлне Элӗк, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ҫеҫ электричество пулман. Унти 47 ялта 4036 ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав йыша виҫӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи кӗнӗ.
Авари пулнӑ вырӑнсенче Инкеклӗ лару-тӑру тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ.
Етӗрнере кӗҫех ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлмалла. Объекта хӑпартасси епле шайра пынине нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин тата ҫурт тӑвӑм пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Бажайкин сӳтсе явнӑ. Вӗсем ача пахчи тӑвас ӗҫ епле шайра пынине вырӑна тухса тишкернӗ.
Вырӑнтисем ӗнентернӗ тӑрӑх, унта халӗ вӗллери пекех ӗҫ вӗрет. Хитрелетес-капӑрлатассипе халӗ пӗрремӗш хутра ҫине тӑраҫҫӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш хутсенче ӗҫе вӗҫленӗпе пӗрех иккен. Шалти ӗҫсемпе аппаланнӑ вӑхӑтрах ача пахчи валли кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан илме аукционсем ирттернӗ. Ӑна 4 миллион та 440 пин тенкӗлӗх туянмалла.
Сӑнсем (45)
Етӗрнере тата Комсомольскинче ҫӗнӗ ҫынсем йӗрке тума пуҫлӗҫ. Сӑмахӑмӑр — право хуралӗ пирки пырать. Тӗрӗсрех, Шалти ӗҫсен министерствин районти пайӗсен пуҫлӑхӗсем пирки.
Ҫӗнӗ ҫынсемпе республикӑн ШӖМӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Андрей Тимофеев паллаштарнӑ.
Етӗрне районӗнчи Шалти ӗҫсен министрествин пайне Станислав Андреев полици подполковникӗ ертсе пырӗ, Каҫал тӑрӑхӗнчи муниципалитетсен хушшинчи пая — полицин подполковникӗ Владимир Порфирьев. Станислав Анатольевич шалти ӗҫсен пайӗнче 1993 ҫултанпа тӑрӑшать иккен, Владимир Васильевич — 1999 ҫултанпа. Малтан асӑнни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсен оперуполномоченнӑйӗнче юлашки вӑхӑтра тӑрӑшнӑ, Порфирьев — пуҫиле шыравра аслӑ оперуполномоченнӑйра.
Етӗрне районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗ хатӗрлекен аш-какайра листери йышши бактери тупнӑ.
Тутарстанри регионсем хушшинчи ветеринари лабораторийӗн специалисчӗсем Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ярса панӑ ӗне ашне тӗрӗсленӗ. Лаборатори тӗпчевӗ какайра, «Родина» ял хуҫалӑх предприятийӗ хатӗрлекенскерте, сывлӑхшӑн сиенлӗ листери бактери тупнине ҫирӗплетнӗ.
Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ку бактерисем инфекци чирне — листериоза — пуҫараҫҫӗ. Ку ҫыншӑн та, чӗрчуншӑн та хӑрушӑ. Листериозпа ытларах сурӑхсем, мӑйракаллӑ шултра выльӑх, сыснасем, лашасем, кроликсем, чӑхсем, кӑвакалсем, кӑрккасем чирлеме пултараҫҫӗ.
Листери бактери предприятире дезинфекцилемелли материалсем ҫукран е урая шӑши таврашӗ тасамарлатнӑран ӗрчеме пултарнӑ.
Чӑваш Патшалӑх канашӗн депутачӗ Николай Угаслов ертсе пыракан «ТУС» акционерсен хупӑ обществи нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр хӑпартать. Сӑмах май каласан, Николай Угаслов — Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи иккенне чылайӑшӗ пӗлет ӗнтӗ.
Нумаях пулмасть «халӑх тарҫи» ҫынсене ырӑ ӗҫпе тӗлӗнтернӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Кӑмаккасси ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьене ҫурт парнеленӗ. Бобровсен ҫемйинче пилӗк ача иккен. Вӗсем ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатас шухӑшпа тахҫаннах тӗмсӗлсе пурӑннӑ. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ Анат Ачакри хӑйӗн пӳртне ҫав ҫемьене парнеленӗ. Пӳрчӗ пысӑк — икӗ хутлӑ, кирпӗчрен.
Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх «ТУС» компани нумай пулмасть йӑлӑм енчи «Чувашия» санаторие туяннӑ.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченне, СССР халӑх депутатне, СССР Аслӑ Канашӗн аграри енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташне, Чӑваш Республикин тата Етӗрне районӗн хисеплӗ ӗҫченне, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхоз ертӳҫи пулнӑ Аркадий Айдака асӑнса палӑк уҫнӑ. Ӑна тума районта пурӑнакансем тата укҫаллӑ ҫынсем «кӗмӗл» уйӑрса пулӑшнӑ.
Бюст авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Владислав Немцев.
Палӑка уҫма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл Айдак ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх, вӑл кашни ҫынах тӳрӗ чунлӑ пултӑрасшӑн пулнине палӑртнӑ. Элтепер «Ленинская искра» колхоз ертӳҫинчен тӗслӗх илнине аса илнӗ. Пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнӑ май Айдак ҫӗре юратма, ун ҫинче ӗҫлеме ӳкӗте кӗртейнине, патшалӑх деятелӗ май вӑл производство культурине, ял культурине тата кашни ҫемьери культурӑна ӳстересшӗн тӑрӑшнине палӑртнӑ.
Айдакӑн мӑшӑрӗ Людмила Андреевна упӑшки: «Маншӑн кашни кун уяв пек, мӗншӗн тесен юратнӑран та юратнӑ ӗҫ пур.
Етӗрне районӗнчи «Ача-пӑча канӑвӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра кӑҫал «Шевле» профиль смени ӗҫлерӗ. Унта чӑваш чӗлхипе, литературипе тата тӑван кӗтес культурипе ирттернӗ олимпиадӑсемпе мероприятисене хастар хутшӑннисемпе ҫӗнтерӳҫӗсене кантарчӗҫ. Асаилтеретпӗр, йышра Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне районӗсенчи ачасем пулнӑ.
Икӗ эрнене тӑсӑлнӑ смена вӑхӑтӗнче ачасем мастер-классене, экскурсисене, викторинӑсене хутшӑннӑ, паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ.
Профиль сменине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ ятап ирттернӗ мероприятие тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. «Шевлере» каннисемпе республикӑн Вӗренӳ министерствин специалисчӗ Т. Николаева, Етӗрне район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн мониторинг центрӗн ертӳҫи О. Данилова курнӑҫнӑ.
Сӑнсем (13)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |